Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кайри Тукай

Паян Гуманитари Институтӗнче архивра пултӑм, унта ҫапла ҫырнӑ кӗнеке пур. "Экономическое примечание Цивильского уезда". Унта тата ҫырнӑ: Рядом так же на левом берегу расположена Степная Тугаева, где расположено 9 дворов, мужчин 21, женщин 17. , ку ялӗ Чӑрӑш Тукай ялӗ.
Тата ҫырнӑ: на реке Сунарка расположены две мельницы. И на реке Поштанарка есть мельница.

Андрей Суварин


Кун-ҫулӗ
Малтан, районсене туса хуриччен, Етӗрне уесӗн, Нурӑс вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Вӑрнар районне, 1939 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17 хыҫҫӑн Калинин районне кӗнӗ. 1956 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Вӑрнар районне кӗрет.


Ял хуҫалӑхӗ

Вӑрнар районӗ анлӑ уй-хирпе, вӑрманпа, улӑх-ҫаранпа, юханшывсемпе пуян. Ӗлӗк чечек-курӑк пилӗк таранччӗ, ҫырмари шыв тӑрӑччӗ, унӑн тӗпӗнче йӑлтӑркка чулсемччӗ. Ҫыран хысакӗнче ҫыр чӗкеҫӗсем йӑва ҫавӑратчӗҫ, уй таврашӗнче ҫӗр мулкачӗ нумайччӗ.

Хӗрӗх-аллӑ ҫулта ҫутҫанталӑк улшӑнчӗ. Сӑмахран, чечексем сахалланчӗҫ, ача чухне татса ҫинӗ курӑксем курӑнмаҫҫӗ. Сивӗ те таса ҫӑлкуҫсем хупланаҫҫӗ, юханшывсем ӑшӑхланчӗҫ. Шыв-шур шӑрӑхра симӗсленет, вараланать. Юлашки ҫулсенче тавралӑха юр ҫӳхе ларать. Кӗленче, пластик савӑт, ҫӑтӑр-ҫатӑр хут пӑрахаҫҫӗ. Вараланчӑк калӑпӑшӗ хушӑнсах пырать. Ҫав тапхӑрта ҫутҫанталӑкра пысӑк улшӑну пулнине ялти ватӑ ҫынсем те палӑртаҫҫӗ.

Кайри Тукай ялӗ чи илемлӗ те таса вырӑнта, икӗ юханшыв хушшинче вырнаҫнӑ. Анчах та юлашки ҫулсенче пӗвесем типрӗҫ, ӗҫмелли шыв ҫитмест.

Ҫутҫанталӑк тусӗсем пурри савӑнтарать. Кайри Тукайра ӳссе ҫитӗннӗ Тольӑпа Коля Егоровсем темиҫе ҫул каялла ҫырмана пӗвелерӗҫ, тавра йывӑҫ лартрӗҫ. Пӗвере ача-пӑча ҫӑвӗпех шыва кӗрсе савӑнать. Тӗрлӗ пулӑ тытаҫҫӗ. Ҫуркунне кунта хуркайӑксем анса лараҫҫӗ. Пӗвене Николай Егоров тасатать, пуринчен те шыв хӗрринче тирпейлӗ пулма ыйтать.

Тепӗр ырӑ тӗслӗх: Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗнчи Юрий Максимов пӗвесенчен юшкӑн кӑларттарать. Хурӑнсур Ҫармӑсра та вӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка юратакансем татах йышланччӑр. Вӗсем яланах хисепре. Ырӑ ӗҫӗсемпе ҫамрӑк ӑрӑва лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Тӑван тавралӑх кашни ҫыншӑн пӗрре ҫеҫ. Пире хӑйӗн ҫӑкӑрӗпе тӑрантарса ӳстерет, таса шывне ӗҫтерет. Ҫутҫанталӑкпа этем пурнӑҫӗ тачӑ ҫыхӑннӑ. Апла пулсан пирӗн ҫутҫанталӑк илемӗшӗн, тасалӑхӗшӗн, пуянлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.

Николай ВАСИЛЬЕВ.

Вӑрнар районӗ, Кайри Тукай ялӗ

Ялти спорт уявӗнче

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулхи юбилейне халалласа Кайри Тукай ялӗнче нумай енлӗ спорт вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑрту пуҫламӑшӗнче ҫамрӑксене запасри офицер Николай Васильев, «Совет офицерӗсен союзӗ» обществӑн Вӑрнарти уйрӑмӗн членӗ Борис Васильев, Ҫӗрпелти вӑтам шкулти ӗҫ ветеранӗ Иван Николаев ӑшшӑн саламларӗҫ, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Спорт вӑййисем пӑшалтан тӗл перессипе уҫӑлчӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк спортсменсем хӑвӑрт чупассипе, граната ывӑтассипе, ҫӗртен тытӑнса ҫӗкленессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫак вӑйӑсенче Кайри Тукай ачисем тӗлӗнмелле ҫитӗнӳсем кӑтартрӗҫ. Уйрӑмах ҫамрӑк каччӑсене Павел Васильева, Николай Иванова, Максим Коршунова палӑртмалла. Оля Васильевапа Анастасия Николаева маттур пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе дипломсемсӗр пуҫне медальсем парса чысларӗҫ. Ҫак вӑйӑсем ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн уяв: ҫамрӑксемшӗн – хӗрӳ тупӑшу тата кану, аслӑраххисемшӗн ҫамрӑклӑха аса илни тата ытти те.

Ялти спорт уявӗсем ҫулленех Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ палӑк таврашӗнче – пӗрре февралӗн 23-мӗшӗ, тепре майӑн 9-мӗшӗ ячӗпе иртеҫҫӗ. Вӗсене ялӗпех пурте тухаҫҫӗ. Палӑка мрамортан хӑпартса лартаканӗ (спонсорӗ) ОАО «Хӳтлӗх» гендиректорӗ Виталий Матвеев пулчӗ. Проекчӗ – Н.И.Васильевӑн. Художникӗ – Праски Витти. Нимере ял ачисем ӗҫленӗ.

В.МИХАЙЛОВ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

89373911962 тӳрлетнӗ, информацие 2018-11-09 10:54:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2366 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем